|
|
Хыпарсем
[тӳрлет] Кăрлач, 2008
- Чӳк, 26 — Китайри Цзянси провинциĕнче çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ. Хăвачĕ Рихтер шкали тăрăх 5,7 баллпа танлашнă. 14 çын вилнĕ, 377 çын аманнă. Çĕр чĕтренĕвен эпицентрĕ Цзюцзянпа Жуйчан хулисем хушшинче пулнă.
- Чӳк, 18 — Иракри Ханакин хулинче боевиксем шиитсен мечетне сирпĕнтерсе янă. 65 çын вилнĕ, 75 аманнă.
- Чӳк, 17 — Волгоград облаçĕнче МЧСăн Ми-2 вертолечĕ персе аннă. Тăватă çын вилнĕ, пĕрине пульницăна ăсатнă.
- Чӳк, 13 — Китайра вырнаçнă Цзилинь нефтьпе хими завочĕ сирпĕнсе кайнă. Пушара икĕ кун иртсен кăна сӳнтерме пултарнă. 70 ытла çын аманнă, Сунгари юханшыва таса мар япаласем лекнĕ.
- Чӳк, 11 — Афганистан тăвĕсенчи Шомали тӳремлĕхĕнче, АПШан "Баграм" сывлăш çарĕсен бази патĕнче Раççей самолечĕ персе аннă.
- Чӳк, 9 — Амманра, Иорданин тĕп хулинче, виçĕ сирпĕнӳ пулса иртнĕ. 60 çын ытла вилнĕ, 300 çын ытла аманнă.
- Чӳк, 7 — Раççей паллă актёрĕ, Трофимов Николай Николаевич вилнĕ.
- Чӳк, 5 — Британин паллă çыравçи, Джон Фаулз вилнĕ.
- Юпа, 29 — Мускавра чылай вăхăт чирленĕ хыççăн Кабардино-Балкари Республикин малтанхи президенчĕ Коков Валерий Мухамедович вилнĕ.
- Юпа, 28 — Францире пăлхавсем пуçланнă. Пăлхавсем малтан Парижăн çурçĕр енчен пуçланса пĕтĕм патшалăха ярса илнĕ. Çавăн пекех Бельгипе Германине те кăштих ярса илнĕ.
- Юпа, 28 — 78 çулта Чулхулара СССРăн пĕрремĕш тигрсен укротительници, Назарова Маргарита Петровна вилнĕ.
- Юпа, 17 — Турцире, Измир хули патĕнче виçĕ хут çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ. Пĕрремĕш çĕр чĕтренĕвĕ 5,7 баллă, иккĕмĕшĕ — 5,6, виççĕмĕшĕ 5,6 баллă пулнă.
- Юпа, 13 — Австралири Брисбен хулинчен 100 çухрăмра вырнаçнă Голд Кост курорт районĕ çине теннис мечĕкĕ пысăкăш пăр çунă.
- Юпа, 13 — Нальчик хули çине вăрă-хурахсем тапăннă.
- Юпа, 12 — Пирĕн уйрăмра халĕ 1000 статья яхăн! Пиннĕмĕш статья — Тимухха Хĕветĕрĕ.
- Юпа, 11 — Пакистанра каллех çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ. Халĕ 5,1 баллă çĕр чĕтренĕвĕн эпицентрĕ Кветта хулинчен (Белуджистан провинциĕн тĕп хули) 400 çухрăм кăнтăралла пулнă.
- Юпа, 8 — Кăнтăр Азире вăйлă çĕр чĕтренĕвĕ пулнă. Эпицентрĕ Пакистанăн çурçĕр енче, Исламабадран 95 çухрăм çурçĕр-хĕвелтухăçнелле, Сринагартан 125 çухрăм çурçĕр-хĕвеланăçнелле пулнă.
|