Финлянди
Финлянди (фин. Suomi [суоми], Suomen Tasavalta, швед. Finland, Republiken Finland) — Çурçěр Европăра вырнаçнă патшалăх. Европа Пĕрлешĕвĕнчи çĕршыв, Шенген тăрăхне кĕрет. Лаптăкě 338 145 км2 танлашать. Пурнакан çын хисепě — 5,2 млн. Финляндире тěпрен илсен финсемпе шведсем пурнăнаççě. Çавăн пекех саамсем те асăннă çěршыв халăхě. Тěп хули — Хельсинки. Финлянди 5 провинцирен тăрать. Финляндие публицистикăра пиншер кӳлě çěршывě тесе калама йышăннă. Шутласа кăларнă тăрăх, кунта вырнаçнă кӳлě хисепě 20 пинпе танлашать.
Пысăкрах хулисем: Хельсинки, Тампере, Турку.
Ыттисем:
|